подружиться. Тим. † Тимĕрçенĕн ачи сарă ача, савса тус тăвасси пулмарĕ. N. † Куштан хĕрне тус турăм: кайĕ тесе, чунăм çук, пырса илме мулăм çук. Альш. Ку юлашки çĕр (вечером 16 июня) тус тунисен калаçмаллисем нумай. Ib. Çитет çăварни, çитет мункун. Мункунта каччăпа хĕр тулта, урамра, тус туса хăвараççĕ вара вĕсем, çула пĕр-пĕринпе выляма. Çитет ĕçрен пушаннă канлĕ вăхăт: каччăпа хĕр вылят вара. Вăл çавăнпа вылят, вăл кунпа вылят, тет каччăпа хĕр пĕр-пĕрин çинчен. Туслашса çитеççĕ. Çитеççĕ уллахсем, пулат Пукрав, Касански, Миххайла, Микула. Каччă çӳрет савнă хĕрĕ патне. Çапла пĕр-ик çул пек вылят-вылят та, илет-ярат хай хĕре вăрласа. ПВЧ 107. Ял хĕрĕпе тус турăм та, качча каясран чунăм çук. Янш.-Норв. Ахаль те хĕр тенĕскер, пĕр-пĕр арăма тус тусан, хăй тусĕпеле амăшĕ пекех пурăнать: мĕн пĕлменнине унтан ыйтать, унпала яланах пĕрле выртса-тăрса пурăнать. Микушк. Ялти сарă ачана тус турăм (подружился с красавцем-парнем), савăна-савăна калаçма. Кĕвĕсем. Сарă хĕре тус турăм, çак вăйăра выляма.
Тус ту подружиться с кем.
Эп чипер-чипер хĕре тус турăм Ишекпе Ишлей таврашĕнче. В. Урташ.
Çавăн пекех пăхăр:
туршăнтай туршăнтан килешшĕ тус тус пул « тус ту » тус хĕрĕ тус-йăмăк тус-йыш тус-тăван тус-тăванлăх